Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Литература музейӗнче ҫӑм арлама вӗрентекен ӑсталӑх класӗсем иртеҫҫӗ. Унта эрнере икӗ хутчен пухӑнаҫҫӗ: эрнекунсерен тата шӑматкунсерен. Эрнекун ӑсталӑх лаҫҫи 16 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлет, шӑматкун — 15 сехетрен 18 сехетчен.
Ҫавӑн пек ӑсталӑх сехетӗнче Ҫӗнӗ Шупашкари 18-мӗш лицейра ачасене литературӑна вӗрентекен Ольга Кузьминова ҫӑм арлама вӗреннӗ, халӗ вӑл ҫав ӑсталӑха ыттисене хӑнӑхтарать. «Эпир ҫавӑн пек вӗренекенсене питӗ юрататпӑр», — теҫҫӗ музейра.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хӗре шыраҫҫӗ.
28 ҫулти Валентина Кузьмина килӗнчен юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухса кайнӑ та килне халӗ те таврӑнман.
Ҫывӑх ҫыннисем уншӑн пӑшӑрханаҫҫӗ, ӑна шырама тытӑннӑ. Ку ӗҫе «Лиза Алерт» шырав отрячӗн хастарӗсене явӑҫтарнӑ.
Хӗр 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ симӗҫ.
Хӗр ҫутӑ хӑмӑр сумкӑпа пулнӑ.
Ҫухалнӑ хӗр ӑҫтине пӗлекенсене (800) 700-54-52 е 112 номерпа шӑнкӑравласа пӗтерме ыйтаҫҫӗ.
Ҫитес ҫул Республика кунӗ ӑҫта иртесси паллӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх - Шупашкарта. Уявӑн тепӗр лапамӗ Ҫӗнӗ Шупашкар пулӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти инфраструктурӑна аталантарма 10 миллион тенкӗ парӗҫ. Кӑҫал Республика кунӗ Куславкка районӗнче иртнӗ. Вӑл та ҫакӑн чухлех гранта тивӗҫнӗ.
ЧР Министрсен Кабинечӗ уяв мероприятийӗсен планне хатӗрлесе ҫирӗплетӗ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта Промышленноҫ урамӗнче вырнаҫнӑ склад ҫуннӑ. Унта сӑрӑсем туса кӑлараҫҫӗ.
Ҫулӑм 100 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Тӳпенелле хӑпаракан ҫӑра хура тӗтӗм таҫтанах, Шупашкартан та, курӑннӑ. Ҫулӑма пушарнӑйсем хӑвӑрт сӳнтерме пултарнӑ.
Пушар склад ҫуртне сиенлетнӗ. Сӑрӑсем те ҫуннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен урамӗнчи парка ҫӗнетме 65 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче паллӑ пулӗ.
Парка 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен хӑтлӑлатса пӗтермелле. Ӗҫе 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнчех тытӑнмалла.
Хулан кивӗ пайӗнче вырнаҫнӑ ҫак парк хальхи вӑхӑтра питӗ кивӗ. Унта кивӗ саксемпе ҫӳп-ҫап витрисем кӑна пур.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 59 ҫулти хӗрарӑм виҫӗ ҫул каялла мессенджерсенчен пӗринче ют ҫӗршыв арҫыннипе ҫыру ҫӳретме тытӑннӑ. Хайхи этем хӑйӗнпе пӗччен ашшӗ тесе пӗлтернӗ, укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманнишӗн пӑшӑрханнӑ.
Ҫӗнӗ тусне пуҫ усма парас мар тесе хӗрарӑм темиҫе хутчен те кивҫен илнӗ. 2019-2021 ҫулсенче вӑл ют ҫӗршыври банксен счёчӗ ҫине 1,2 млн ытларах тенкӗ куҫарса панӑ.
Ҫав вӑхӑтра хӗрарӑм ултавҫӑпа ҫыхланнине сисмен те, туйман та. Пакунлисене пӗлтерме хӗрарӑмӑн тӑванӗ хистенӗ. Вӑл ҫывӑх ҫынни кредит илсе тултарнине пӗлсен тӗлӗнсех кайнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗ Алексей Ермолаев суя документсемпе усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Вӑл депутат та. Унӑн хӑйӗн ӗҫӗпе, ҫав шутра транспорт тӑкакӗ те, уйӑхра 18 пин тенкӗрен ытла пулмалла мар. Ермолаев 2021 ҫулхи ҫу-юпа уйӑхӗсенче финанс отчечӗ тӑратнӑ. Пӗтӗмпе - 108 пин тенкӗлӗх. Касса чекӗсем пулнӑ, анчах тӑкаксем чӑннипе пулман. Ҫак документсемпе килӗшӳллӗн унӑн счечӗ ҫине укҫа куҫнӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗнче тӗрӗслев пуҫлансан вӑл укҫан пӗр пайне тавӑрса панӑ.
Тӗрӗслев малалла пырать.
Професси пӗлӗвне паракан патшалӑх организацийӗсенче вӗренекен хӑш-пӗр студента Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне парса тӑрӗҫ.
2022/2023 вӗренӳ ҫулӗнче уйӑхсерен 10-шар пин тенкӗ укҫана ҫаксем тивӗҫнӗ: Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗн техникумӗн 4-мӗш курс студенчӗ Александр Виноградов, Ҫӗмӗрлери политехника техникумӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Александр Огурцов, Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн виҫҫӗмӗш курс студенчӗ Даниил Поликарпов, Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Григорий Сарбаев, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн виҫҫӗмӗш курс студенчӗ Лариса Щукина, Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ професси колледжӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Дмитрий Ярабаров.
Ҫулта-йӗрте питех те асӑрхануллӑ пулмалли каламасӑрах паллӑ пек те, анчах теприсем пӗрех тимсӗр. Ҫӗнӗ Шупашкарта, ав, пӗр хӗрарӑм-водитель кӑнтӑр кунӗнчех ачана ҫапса хӑварнӑ. Инкек Винокуров урамӗнче пулнӑ.
Ҫуран ҫӳрекенсене каҫса ҫӳреме ятарласа палӑртса хӑварнӑ вырӑнта 12 ҫулти арҫын ача каҫнӑ. Машина ун ҫине пырса кӗнӗ. Суранланнӑ ачана больницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарти Ленин урамӗнче вара «Опель Астра» автомобиль водителӗ хӑй умӗнче пыракан «Хендай Солярис» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. «Хендай» водителӗ ҫурӑм шӑммине амантнӑ. «Опель Астра» автомашина рульне тытса пынӑ этем медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗн ӗҫченне тава тивӗҫлӗ ят пама йышӑннӑ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята издательство ҫурчӗн издательство пайӗн ертӳҫи Сергей Петров тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Сергей Геннадьевич асӑннӑ МИХра 1997 ҫултанпа ӗҫлет. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи математика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |